Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗмӗрле районӗ

Ял пурнӑҫӗ Тӑванкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И. Васильев пӗвене хаклать
Тӑванкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И. Васильев пӗвене хаклать

Пӗве ял ҫыннисемшӗн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чи малтанах вӑл — выльӑх-чӗрлӗхе шӑвармалли вырӑн. Хур-кӑвакал валли те пӗве кирлӗ. Пахча шӑварма та аван. Тата таса пулсан, шыва кӗме те лайӑх унта. Тепӗр тесен, халӗ йӗркисем ҫирӗпленчӗҫ те, унчченхи пек пур пӗвере те шыва кӗме юрамасть-ха. Пӗве-кӳлӗ хӗрринче «Шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапнине пиртен кашниех асӑрханӑ-тӑр. Ҫыннисем ҫапах чӑмпӑлтатаҫҫӗ-ха. «Шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вара ял тӑрӑхӗсем хӑйсене страхланине пӗлтерет ӗнтӗ. Ишмелли саккунлӑ вырӑн тӑвас тесен пӗве-юханшыва вӗсен шыв пахалӑхӗ, тарӑнӑшӗ тата ытти енпе тӗрӗслемелле, ҫыран хӗрне хӑйӑр пырса тӑкмалла. Ҫак ӗҫ пӗтӗмпех укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ-ҫке. Сахал мар «кӗмӗлпе». Ун пек аппаланиччен яваплисем чару палли ҫакса хураҫҫӗ те инкек-синкек пулсан ӗҫлесе ҫитереймен тесе вӗсене никам та айӑплаймӗ.

…Юрӗ, ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр. Пӗве-кӳлле тытса тӑрассине ҫапах та хӑй еккипе ямалла мар ӗнтӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ял тӑрӑхӗнче нумаях пулмасть вӗсен тӑрӑмне тӗрӗсленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И.

Малалла...

 

Ҫутҫанталӑк Юманайсем ҫӳп-ҫап тиеҫҫӗ
Юманайсем ҫӳп-ҫап тиеҫҫӗ

Халӗ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене ялсенчен ҫӳп-ҫап турттармалла тӑвасси пирки тӑтӑшах калаҫҫӗ-ха. Ялта кӑна-и, поселоксенчен те, тӳррипе, ку ӗҫе йӗркелеме ҫӑмӑл мар. Нумай хваттерлӗ пурӑнакансене коммуналлӑ пулӑшу тарифӗ шутне кӗртсе йӑпӑр-япӑр шутласа параҫҫӗ-ха. Анчах уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяша турттарнишӗн тӳлесшӗн мар. Ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусас мар тесе мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши вӗсем: ҫунтармаллине ҫунтаратӑп, урама нимӗн те пӑрахмастӑп теҫҫӗ, сӑмахран, хӑшӗсем. Ялсенче вара ӗлӗкхи йӑлапа ҫырмана йӑтаҫҫӗ. Чӑн та, ӗмӗртен ҫавӑн пек тунӑ та ним начарри ҫук пек туйӑнать-тӗр. Анчах маларах ҫӗршер ҫул ҫӗрмесӗр выртакан пластмасса савӑт-сапа йышшисем пулман. Хутаҫӗсем те ун чух хутранччӗ. Кӗленче савӑт-сапана лавккасем пухатчӗҫ. Хутне те пуҫтарнӑ-ха.

Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ял тӑрӑхӗ нумаях пулмасть ял ҫыннисене пӗр шухӑшлӑн пулса урама, кил умӗсене тирпей-илем кӳме чӗнсе каланӑ. Пухӑнса кайнӑ йӑлари хытӑ каяша машинӑпа ҫӳп-ҫап вырӑнне турттарса кайнӑ. Пӗтӗмпе 10 кубла метр пухӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Кӗҫех Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитӗ. Ҫавна май республикӑри районсемпе хуласенче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче Чӑваш чӗлхи кунӗ Культура ҫулталӑкӗпе, «Вулав валли — 12 уйӑх» проектпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ака уйӑхӗн 16–25-мӗшӗсенче районти библиотекӑсенче чӑваш чӗлхин «Янра, чӑваш чӗлхи» вункунлӑхӗ иртӗ. Тӗллевӗ — ӳсекен ӑрӑва чӗлхепе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарасси.

Вулакансем валли кӗнеке куравӗсем, тематика ҫӳлӗкӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсенче Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пулатрулӑхне, наци символикине, чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине, культурине ҫутатӗҫ.

Вунӑ кунра таврапӗлӳ тата фольклор сехечӗсем, Яковлев вулавӗсем йӗркелӗҫ, чӑвашла вулассипе конкурссем, викторинӑсем, электрон хӑтлавсем, чӑваш литературин тишкерӗвне тӑвӗҫ.

Акӑ Ҫӗмӗрлери вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» кӗнеке куравӗ пулӗ, Юманайри библиотекӑра «Чӑваш чӗлхи — ӑс-тӑн чечекӗ» литература каҫӗ иртӗ. Турханта ачасем валли «Чӑваш Улӑпӗ» мультимеди сехечӗ иртӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Ҫӗмӗрле хулинчи 2-мӗш вӑтам шкулти ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем «Эп — тӗпчевҫӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑннӑ. Ӑна шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем куҫӑнсӑр тура 638 тӗпчев ӗҫӗ тӑратнӑ.

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫӑн тур иртнӗ. Унта Чӑваш Енри 15 районпа 5 хуларан 165 ача хӑйӗн ӗҫӗпе тупӑшӑва тухнӑ. Куҫӑн тур икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче ачасем тӳресене хӑйсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ, иккӗмӗшӗнче ӗҫсене хӳтӗленӗ.

Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем «Физика» тата «Естествознани» секцисемпе хутшӑннӑ. Андрей Чебутов шыв хӑҫан тӑвалла юхни пирки ӑнлантарса панӑ, Матвей Ефимов вӗлле хурчӗ ӳрӗккипе кахаллине тишкернӗ. Вӗсен иккӗшӗн те ӗҫӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Культура

Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх культура учрежденийӗсен конкурсӗнче Ҫӗмерле районӗнчи Егоркинӑри информаципе культура центрӗнче фольклор специалисчӗ пулса ӗҫлекен Людмила Григорьева та кӗнӗ.

Людмила Григорьевна Ҫӗмӗрле районӗнчи культура тытӑмӗнче 20 ытла ҫул ӗҫлет. Вӑл культура учрежденийӗнче методистран директор таран ӳснӗ. Халӗ вӑл Егоркинӑри информаципе культура центрӗнче фольклор специалистӗнче вӑй хурать.

Людмила Григорьева тӑрӑшнипе «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ Ҫӗмӗрле районӗнче пӗлтерӗшӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл пӗлтӗр 25 ҫул тултарнӑ. Ушкӑна культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, медиксем, пенсионерсем, ҫамрӑксем ҫӳреҫҫӗ, ӗлӗкхи халӑх юррисене, йӑли-йӗркине, увӗсене, ташшисене халӑха кӑтартаҫҫӗ. Репертуарта Ҫӗмӗрле районӗн юрӑпа йӑла фольклорӗ, вырӑнти туйсем, улахсем, ҫара ӑсатни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

«Шанчӑка» республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре та хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ. Ушкӑн Коми Республикинче иртнӗ «Завалинка» VIII регионсем хушшинчи фестивале, Екатеринбургри «Кӗр сӑрине» хутшӑннӑ. Ансамбль пухмачӗ дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе пуянланнӑ.

Малалла...

 

Республикӑра

Ҫак ыйтӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ видеоконференцире хускатнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсен тата ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен парӑмӗ икӗ хут ӳснӗ. Шӑп та лӑп эрне каялла, сӑмахран, ҫав укҫа виҫи 640 миллион тенке ҫитнӗ. Пуринчен ытла парӑмлисем — Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсем тата Улатӑрпа Шупашкар хули.

«Хӑш-пӗр муниципалитетра тепӗр хысна организацийӗсем парӑмсене пухса пыраҫҫӗ. Вӗсем газпа пӗрех тивӗҫтерӗҫ, ҫурта ӑшӑ ҫитӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Анчах малашне апла тумӑпӑр. Пире хамӑрӑн пуҫлӑхсем парӑмлисене газпа тивӗҫтерессине хӗсме хушу панӑ. Пачах чарса лартма та пултаратпӑр», — палӑртса хӑварнӑ республикӑри пысӑк газ предприятийӗн ертӳҫи.

 

Ҫул-йӗр

Кӑҫал хӗл ӑшӑ тӑнипе тата ҫӗрлехи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури хӑвӑрт ылмашса тӑнипе ҫулсем ытти ҫулхинчен маларах ванма пуҫлани пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ-ха. Ҫул-йӗрҫӗсем ҫанталӑк яри ӑшӑтасса кӗтмен — юсама тытӑннӑ. Ҫакӑн валли сивӗ асфальтпа усӑ кураҫҫӗ иккен. Ҫапла, ун пекки те пур.

Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле районӗсенче юсанӑ та ӗнтӗ. Шӑтӑк-путӑка сапланӑ вырӑнсене виҫнӗ те пӗтӗмӗшле 119 тӑваткал метрпа танлашнине палӑртнӑ. Хӑйсем пӑхса тӑракан ҫул ҫинче юсава «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «Ликта» обществӑсем пурнӑҫланӑ. Юсава ятарлӑ ҫул-йӗр техникине явӑҫтарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗмӗрле хулинче халиччен пулман япала пулса иртнӗ. Унта пӗрисен ҫемйинче виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ытти ҫӗрте апла тӗслӗхсем пирки пӗлтереҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле администрацийӗ хула историйӗнче пӗрремӗш хут тесе палӑртать.

Пепкесем ҫут тӗнчене нарӑсӑн 22-мӗшӗнче килнӗ. Паян вӗсене амӑшӗ, Елена Кочергина, гражданла актсене шута илекен пайра ҫыртарттарнӑ. Хӗрӗсене хӗрарӑм Алина тата Виктория ят панӑ, ывӑлне — Алексей. Алина хӗвел пайӑрки тенине пӗлтерет-мӗн, Виктория — ҫӗнтерӳҫе, лӑпкӑлӑха, виҫсе хаклама пӗлнине, Алексей — хӳтӗлевҫе. Виҫӗреш ҫуратнӑ хӗрарӑм унччен ывӑл пулнӑ. Халӗ вӑл — тӑватӑ ача амӑшӗ.

 

Республикӑра

Пӗтӗм тӗнчери граждан оборонин кунне уявланӑ май ИӖМ ӗҫченӗсем Ҫӗмӗрлери пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗсене пушар хӑрушлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ачасем умӗнче Ҫӗмӗрлери тата Ҫӗмӗрле районӗнчи тӗрӗслев ӗҫӗ пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Сабанцев, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн иструкторӗ Светлаа Николаева тухса калаҫнӑ.

ИӖМ ӗҫченӗсем ачасене Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахсем пирки каласа кӑтартнӑ, ҫулӑм тухасран мӗнле асӑрханмалли пирки пӗлтернӗ. Пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗсем пушар тухас пулсан хӑйсене мӗнле тытмаллине вӗреннӗ. Мероприятире пушар вӑхӑтӗнчи хӑрушсӑрлӑх тематикипе конкурссем, тупӑшусем, вӑйӑсем ирттернӗ. Юлашкинчен ИӖМ ӗҫченӗсем ачасене ҫак темӑпах мультфильм кӑтартнӑ.

 

Статистика

Чӑваш Енре ӗҫсӗр 5 016 ҫынна регистрациленӗ. Ку ӗҫлекеннисемпе танлаштарсан — 0,77 процент. Кун пирки ЧР патшалах ӗҫлев службин официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.

Муркаш районӗнче ӗҫ вырӑнне тупайманнисен йышӗ чи пӗчӗкки — 0,23 процент. Ҫӗрпӳ районӗнче вара — 0,32%, Етӗрне районӗнче — 0,35%, Елчӗк районӗнче — 0,41%, Вӑрмар районӗнче — 0,42%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,43%. Чӑваш Енри организацисенче тулли мар кун ӗҫлекенсем — 14 751 ҫын. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем 2 231 ҫын валли пушӑ вакансисем пурри пирки пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, [39], 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ